Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче ӗнер тӳре-шара хушшинче шашкӑпа шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Вырӑнти влаҫ органӗсен официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх ӑмӑртӑва мӗнпурӗ 19 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем: округ администрацийӗпе территори пайӗсенчи ӗҫченсем.
Ӑмӑртӑва администрацин вӑй-хал культури, спорт тата ҫамрӑксен политикин сектор заведующийӗ Николай Чангайкин чаплӑн уҫнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хутшӑнакансемпе паллаштарнӑ кӑна мар, ҫак спорт тӗсӗ ыттисем хушшинче 8-мӗш вырӑн йышӑннине те палӑртнӑ. Ӑмӑртун тӗп тӳри Сергей Иовлев хутшӑнакансене вӑйӑ йӗркине ӑнлантарса панӑ.
Шашкӑлла вылянӑ май пӗрремӗш вырӑна Хутар территори пайӗнчи Дмитрий Александровпа Анат Кӑмаша территори пайӗнчи Валентина Губанова йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн Юманай тӑрӑхӗнчи Олег Яковлева лекнӗ.
Шахмат енӗпе вара пӗрремӗш вырӑна Юманай территори пайӗнчи Сергей Измайлов йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑн Егоркино территори пайӗнчи Ольга Улисовӑпа Турхан территори пайӗнчи Вениамин Яскея лекнӗ.
Республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗркуннеччен ҫине тӑрсах кӗрешесшӗн. Пӗлтӗр вӑл 839,2 гектар ҫинче сарӑлнине палӑртнӑ. Кӑҫал вара лаптӑк 12 процент нумайланӗ - 938 гектарпа танлашӗ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑран ытларах Етӗрне, Йӗпреҫ, Куславкка районӗсенче ӳснине палӑртнӑ. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче вӑл сахалрах сарӑлнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче вара ҫак курӑк ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑранпа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен кӗрешӗҫ. Ку тӗллевпе 20,9 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнче ҫӑмӑл машина 71 ҫулти арҫынна ҫапса хӑварнӑ.
«Сӑр» автоҫулпа пынӑ «Хендай» водителӗ йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫул варрипе утса пыракан ҫынна вӑхӑтра асӑрхаман, вӑл унтан пӑрӑнса иртме пӑхнӑ-ха, анчах машинӑпа ҫынна пырса лекнӗ-лекнех.
Инкек 16 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. Шар курнӑ Ҫӗмӗрле арҫыннине пульницӑна ӑсатнӑ, анчах вӑл унта темиҫе сехетрен вилсе кайнӑ.
Машина рулӗ умӗнче пулнӑ 54 ҫулти арҫын урах пулнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Пилешкассинче пӗр кил умӗ чӑн-чӑн юмаха ҫаврӑннӑ. Ҫурт гирляндӑсемпе ҫуталса кӑна тӑрать.
Унта Хӗл Мучи те, куҫа йӑмӑхтаракан тӗспе йӑлтӑртатакан пӑлан та пур. Кил хуҫисем юртан кӳлепесем те ӑсталанӑ. Чӑрӑшсене те капӑрлатнӑ.
Пӗр сӑмахпа каласан, кил хуҫисем ку илеме хӑйсем валли кӑна мар, иртен-ҫӳрен валли те тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа Пилешкассине кӗрсен юмаха лекнӗнех туйӑнать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Январева ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Анна Ивановна - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче госпитальте ӗҫленӗ, унтан - шкулта. Вӑл 10 класс пӗтернӗ, унтан - Канашри педучилищӗне.
Хӑй вӑл Пӑрачкав районӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1941 ҫулта Мускавра прожектористкӑра ӗҫленӗ. 1942-1945 ҫулсенче Вышный Волочек хулинче госпитальте вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнче пуҫламӑш классене вӗрентнӗ.
Анна Ивановнӑн 2 хӗр, 5 мӑнук тата 7 кӗҫӗн мӑнук.
Паян Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ пулма Дмитрий Бельцова ҫирӗплетнӗ.
Уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкерсен, ҫавӑн пек ятлӑ ҫын юридици наукисен кандидачӗ пулни палӑрать.
Вӑл 1979 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Юридици институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. 1996 ҫултанпа шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра юридици факультетӗнче преподаватель пулса тӑрӑшни паллӑ.
2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енри пӗтӗм район муниципалитет округӗ пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн кӑҫалхи юлашки ларӑвӗнче.
Хальччен республикӑра 5 хула округӗ тата 21 муниципалитет районӗ пулнӑ. Ҫак статуса чи малтан йышӑннисем – Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен ытти 19 район муниципалитет округӗ пулӗ.
Мӗн улшӑнӗ? Ял тӑрӑхӗсенче депутат корпусӗ пулмасть, муниципалитет округӗн шайӗнчисем кӑна юлаҫҫӗ.
Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кун пек улшӑнӑвӑн лайӑх енӗ кӑна: укҫа-тенкӗ пӗр алӑра пулӗ, ыйтусем хӑвӑртрах татӑлӗҫ. Ҫапла майпа халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхӗ те лайӑхланӗ.
Паян ирхи 7 сехет валли республикӑра 12 муниципалитетри 79 ял ҫутӑсӑр пулнӑ: Вӑрнар, Канаш, Йӗпреҫ, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсем.
Аса илтерер: шӑматкун каҫхине пӑрлӑ ҫумӑра пула 17 муниципалитетра электроэнерги сӳннӗ. Раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне 214 ялти 55 пин ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Бригадӑсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Хамӑраннисем ӗлкӗрейменрен кӳршӗ регионсенчен те специалистсене чӗннӗ.
Хальхи вӑхӑтра энергетиксен 72 бригади ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 235 специалист, 92 техника.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫураки валли вӑрлӑх хатӗрлесси малалла пырать. Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне илсен, ял хуҫалӑх предпрятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 49 пин тонна хурса хӑварнӑ, ку вӑл — кирлин 102 проценчӗ.
Тӗрӗсленӗ вӑрлӑхран 34,6 пин тонни кондицие ларнӑ, е 71 проценчӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче мӗнпур вӑрлӑх кондицие ларнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 98 процент, Красноармейски тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 91-шер процент.
Пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ахаль ларман - бензопӑчкӑ йӑтнӑ та хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫ-турата пуҫтарма тухнӑ.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ҫула тасатнӑ.
Аса илтерер: паян ирхине хӑш-пӗр районта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫавна май 90 ял электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |